Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫӳллӗшне сикесси

Спорт Антон Шоки тунӑ сӑн
Антон Шоки тунӑ сӑн

Шупашкарта Раҫҫей чемпионачӗ иртет. Шел те, унта ҫӳллӗшне сикес енӗпе тӗнче чемпионки Светлана Школина аманнӑ.

Светлана Школина малтан 1,84 метр сикнӗ. Шӑп ҫавӑн чухне вӑл суранланнӑ та. Спортсменкӑна стадионтан йӑтса тухса пульницӑна ӑсатнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, спортсменка самаях аманнӑ. Ҫакна пулах вӑл Пекинра иртекен тӗнче чемпионатне хутшӑнаймӗ. Аса илтерер: вӑл унта ҫурла уйӑхӗн 22–30-мӗшӗсенче иртӗ.

Чемпионатра Олимп чемпионки Анна Чичерова чемпион ятне ҫӗнсе илнӗ. Вӑл ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ, ку тӗнче чемпионатне хутшӑнма май парать. Иккӗмӗш вырӑна Мария Кучина тухнӑ, виҫҫӗмӗшне — Кристина Королева.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/sport/view/65188
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне карьерӑра ӳсмелли майсем туса парӗ, анчах ниме пӑхмасӑр йӑлт пӗлме тӑрашни, хӑвӑрӑн позицие ҫине тӑрса ӗнентерни ҫӗнӗ шухӑшсене пурнӑҫа кӗртме чӑрмантарӗ. Тӑрук вӑй пӗтни тупӑша тума чӑрмантарӗ.

Чӳк, 20

1932
94
Карягин Сергей Афанасьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
1967
59
Куславкка хула пулса тӑнӑ.
2001
25
Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть